Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пултарулӑхӗ халӗ те тӗлӗнтерет

Валентин Урташа эпӗ пӗр хут ҫеҫ курнӑ. Ачалӑхри ӳкерчӗк ҫапла асра юлнӑ (иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсем): Элшел ялӗнчи ҫӗнӗ культура ҫуртне Тӑхӑрьялсемпе тӗл пулма Шупашкартан чӑваш литераторӗсем тата темиҫе юрӑҫ ҫитнӗ. Вӗсем пурте — сцена ҫинче, тӗпелте. Хамӑр ентешсене — Н.Дедушкина, И.Максимов-Кошкинские астӑватӑп. Калаҫсан-калаҫсан, сӑвӑ, шӳт каласан, юрӑ юрласан залран каярах ҫитнӗ икӗ ҫынна чӗнсе кӑларчӗҫ. Антал Назулпа Валентин Урташ иккен.

Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ чухне Николай Степанович Дедушкин (ара, иксӗмӗр те Элшелсем вӗт) хваттерӗнче час-часах пулаттӑм. Мӑшӑрӗ вырӑс хӗрарӑмӗччӗ, ҫавӑнпа ентешӗм чӑвашла калаҫса ларма кил-ха тесе мана чӗнетчӗ. Вӑл Урташ ҫинчен нумай каласа кӑтартрӗ, сӑнӳкерчӗксем парнелерӗ. Кайран А.Кӑлканпа, В.Ахунпа, В.Чебоксаровпа, К.Петровпа ҫывӑх паллашрӑм, вӗсенчен Урташ пирки нумай пӗлтӗм. Урташ хваттерӗнче унӑн мӑшӑрӗпе — Таисия аппапа та — калаҫнӑччӗ.

В.Урташ пурнӑҫӗпе пултарулӑхне тӗпчесе «Пурнӑҫа юратса» диплом ӗҫӗ ҫырма шухӑшларӑм. Н.Дедушкин мана «Г.Тукайпа чӑваш поэзийӗ» ӗҫ хатӗрлеттересшӗнччӗ, В.Никитин-Станьял таврапӗлӳ енӗпе явӑҫтарасшӑнччӗ. Эпӗ хам шухӑшран пӑрӑнмарӑм. Николай Степанович та, Виталий Петрович та манпа килӗшрӗҫ, сӗнӳсемпе хавхалантарчӗҫ. Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер те ман тӗллеве ырларӗ. Пысӑк пулӑшу пачӗ. Унтанпа ӗнтӗ чылай шыв-шур юхрӗ. Эпӗ ҫаплах Урташ пултарулӑхӗнчен, пурнӑҫӗнчи маттурлӑхӗнчен тӗлӗнме пӑрахаймастӑп. Урташа чӑваш халӑхӗ манманнишӗн, сӑвви-юррисене асра тытнишӗн савӑнатӑп. Поэт пултарулӑхӗ шкул программине кӗнишӗн, тӑван ялӗнче Раккассинче палӑкне уҫнишӗн епле-ха хӗпӗртемӗн?!

Журналист ӗҫӗпе чылай ҫӗре ҫитме тивет. Ҫулҫӳревре нумай ҫынпа тӗл пулатӑн. Эпӗ Урташ пултарулӑхӗпе кӑсӑкланнине пӗлсен кашниех (аслӑ ҫултисем) ун пирки мӗн те пулин пӗлтерет. Акӑ ӗмӗрне райхаҫатра ӗҫлесе ирттернӗскер пӗр журналист нумай ҫыравҫӑпа курнӑҫнӑ. Урташ сӑввисене «ҫӳлтен» пичетлеме чарнине пӑхмасӑрах Яковлев хушаматпа темиҫе хайлавне хаҫатра кӑларнине, уншӑн сӑвӑҫ ӑшӑ сӑмах каланине пӗлтерчӗ. 70-мӗш ҫулсенче Кӳкеҫе (Шупашкар район центрӗ) СССР Гимнӗн авторӗ, тӗнчипе паллӑ поэт Сергей Михалков килсе кайнӑ иккен. Кунта унӑн «Сомбреро» пьесипе лартнӑ спектаклӗн премьери пулнӑ. Вӑл писательсен съездне килнӗскер Чӑваш ҫамрӑкӗсен театрӗ хатӗрленӗ спектакле курмасӑр каяс темен. Унта вӑл Валентин Урташ поэтпа пынӑ. Паллӑ сӑвӑҫ-юрӑҫ С.Михалковӑн «Сомбреро» пьесине чӑвашла куҫарнӑ-мӗн. Ахӑртнех, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пиҫӗхнӗ икӗ поэт пӗр чӗлхе тупайнӑ, вӗсем ӑшшӑн калаҫнине ҫав журналист-фотограф ӳкерсе илнӗ. Шел, сӑнӳкерчӗкӗ чаплах пулайман, апла пулин те пирӗн талантлӑ ентешӗмӗр сӑнарне тӗлӗнмелле илемлӗ кӑтартать.

Василий Цыфаркин
«Хыпар», 2013, нарӑс, 14


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2013-02-17 18:59:19 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 6085 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем